Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Куккук (Волгин В.)

Сӗм вӑрманта ирпе ирех
Чӑпар куккук авӑтать.
Ку-ку!.. Ку-ку!.. инҫетренех
Вӗҫсе килсе вӑратать.

Унӑн сасси янратнӑҫем
Ешӗл ҫулҫӑ сарӑлать.
Ирех тӑрса тухсан ӗҫе
Ҫамрӑк чӗре савӑнать.

Сывлӑш хумӗ чӗтреннипе
Ҫӗмӗрт ларчӗ чечеке.
Хавас кӑмӑл ҫӗкленнипе
Тытрӑм эпӗ кӗнеке.

Хӗл каҫиччен вӗреннине
Тепӗр хутчен тӗрӗслен.
Экзаменсем парас кунне
Ҫине тӑрсах хатӗрлен!

1950

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 09:33:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2639 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем